XIO

xWire

Posts from every feed QUEST has found across the web — blogs, news, podcasts, channels and more.

Сувар: Новости

Кинофестивале хутшăнакансем валли – паха сӗнӳсем

«Сувар» хаçат шкулта 5 – 11-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурс ирттерет. Çак проекта хутшăнакансем валли ятарласа памятка хатӗрлерӗмӗр.

Саврăшпуçӗнче волонтерсем салтак амăшӗсемпе тӗлпулу ирттерчӗç

Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче «Вăхăтсен çыхăнăвӗ: ӗненӳ, шанчăк тата юрату» ятпа тӗлпулу иртрӗ. Вăл салтак амăшӗсене тата волонтерсене пӗрлештерчӗ.

Милана Макарова: «Пӗр класра вӗренекенсемпе пӗрле «Кукаçи пиçиххийӗ» ятлă кино ӳкеретпӗр»

Туслăх çинчен кӗнекесенче те нумай вуланă, киносем те интересленсе пăхнă. Пурнăçра та шанчăклă юлташ пурри çыншăн пысăк ăнăçу пулса тăрать. Çакна пӗрре мар асăрханă. «Сувар» иттерекен кинофестиваль проектӗнче те кино ӳкерекенсем суйласа илмелли темăсенчен пӗри туслăхпа çыхăннă. Эпир сире паян çак темăпа кино ӳкерекенсемпе паллаштаратпăр.

Тутарстанра контракт çыракансене 2,9 миллион тенкӗ тӳлеççӗ

Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра РФ Оборона министерствипе темиçе пин çын контракт тунă. Контракт çырнăшăн республикăра 2,9 миллион тенкӗ таран тӳлеççӗ, ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене тӗрлӗ енлӗ пулăшаççӗ.

Михаил Мишустин Тутарстанăн ял хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсемпе паллашнӑ

Раççей Правительствин председателӗ Михаил Мишустин «Ылтăн кӗркунне — 2026» Раççей агропромышленность куравӗнче Тутарстан Республикин стендне çитсе курнă. Республикăн агропромышленность комплексӗн тӗп экономика кăтартăвӗсемпе ăна Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов паллаштарнă.

Паян Виталий Елтов çуралнăранпа 85 çул çитрӗ

Эпир, «Сувар» ӗçченӗсем, 1993 çулта хаçатăмăр тухма пуçласанах редакцире ӗçлеме пуçланă Виталий Филимонович Елтова яланах асра тытатпăр, ырăпа аса илетпӗр. Вăл пире – иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче, 2000-мӗш çулсен пуçламăшӗнче редакцие ӗçлеме килнӗ çамрăксене – хаçат ӗçне алла илме нумай вӗрентрӗ.

УФНС России по Республике Татарстан организует вебинар по имущественным налогам и НДФЛ

Управление Федеральной налоговой службы по Республике Татарстан приглашает граждан принять участие в вебинаре, посвящённом вопросам исполнения налоговых уведомлений, расчёта имущественных налогов и налога на доходы физических лиц. Мероприятие состоится 20 октября 2026 года в 10:00.

Тутарстанра кӗрхи призыв пуçланчӗ

Раççейре октябрӗн 1-мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен çамрăксене çар хӗсметне илеççӗ. Тутарстанран каякан призывниксен шучӗ кампани вӗçлениччен паллă мар, анчах кашни çул республика çара темиçе пин çамрăка ăсатать. Вӗсенчен ытларахăшӗ Раççей территорийӗнче вырнаçнă çар чаçӗсенче хӗсметре тăраççӗ.

Парламентарисемпе экспертсем професси пӗлӗвне илессипе çыхăннă закон проектне пăхса тухрӗç

Хусанти хореографи училищинче ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наукăпа наци ыйтăвӗсен комитечӗпе ун çумӗнчи экспертсен канашӗн ларăвӗ иртрӗ

Маттур, правур, хастар Люся паян пултаруллă та талантлă юрăç, çирӗп ертӳçӗ, шанчăклă тус. Çапла çын вăл Людмила Петровна

Пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне ашшӗ: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ яланах.Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ.