XIO

xWire

Posts from every feed QUEST has found across the web — blogs, news, podcasts, channels and more.

Сувар: Новости

Волонтеры Аксубаевского района побывали в Москве и Подмосковье

Активистка регионального клуба #МЫВМЕСТЕ РТ Татьяна Максимова – руководитель волонтёрской команды «Кто, если не мы?» из села Урмандеево была поощрена сертификатом «Больше, чем путешествие» за активную работу в Клубе #МЫВМЕСТЕ РТ, одного из самых результативных клубов РФ.

В Казани пройдёт молодёжный форум «Наш Татарстан»

26–27 ноября в ИТ-парке имени Башира Рамеева состоится Республиканский молодёжный форум «Наш Татарстан». В программе — встречи с представителями органов власти, мастер-классы, открытые дискуссии, а также площадки по цифровой и финансовой грамотности. Участие в открытых мероприятиях бесплатное, но необходима предварительная регистрация.

Фарид Мухаметшин ознакомился с проектами ПО «Зарница»

Почётный Председатель Государственного Совета Республики Татарстан Фарид Мухаметшин посетил производственное объединение «Зарница». В ходе встречи с депутатом Госсовета, руководителем депутатской группы телекомпании ТНВ и руководителем ПО «Зарница» Артуром Абдульзяновым он детально изучил социальные инициативы предприятия, особенно в сфере образования.

Шкулта ачасен хăйсене мӗнле тытнине хаклаççӗ

Раççей шкулӗсенче 2-8-мӗш классенче вӗренекенсен хăйсене мӗнле тытнине çӗнӗ балл системипе хаклас тӗлӗшпе эксперимент пуçланнă. Кашни регионран унта хутшăнма сахалтан та вунă шкул суйланă. Вӗренекен чи нумай 30 балл пухма пултарӗ. Класс ертӳçисем ытти педагогсен шухăшне шута илсе чӗрӗк е çулталăк хушшинче шкул ачи хăйне мӗнле тытнине хак параççӗ.

Емелькинăра «Пӗчӗк шăпчăк» конкурсăн район тапхăрӗ иртрӗ

«Пӗчӗк шăпчăк» республика конкурсӗн муниципаллă тапхăрӗнче аксусем пӗрремӗш пулчӗç. Ноябрӗн 24-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнчи вăтам шкулта, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗн Вера Александрован çуралса ӳснӗ тăван ялӗнче иртрӗ вăл. Çак шкулта вӗренсе поэзире пӗрремӗш утăмсем тунă вăл. Хальхи вăхăтра шкул директорӗнче вара унăн иккӗмӗш сыпăкри тăванӗ Алексей Никитин ӗçлет. 2018 çултанпа вăл çак должноçра вăй хурать. Шкулта вара Хусанти патшалăх педагогика институтӗнчен вӗренсе…

В Татарстане пройдет горячая линия по вопросам оформления недвижимости

Управление Росреестра по Республике Татарстан организует горячую линию, которая состоится 25 ноября. На ней специалисты ответят на вопросы, связанные с оформлением недвижимости в электронном формате.

Хусанта ачасем вӗҫен кайӑксем валли Ҫӗнӗ ҫула ҫырӑш илемлетеççӗ

Хусанти «Залесный сити» пурӑнмалли ҫурт-йӗр комплексӗнчи «Сувар сделано» управляющий компани картишри ачасен хушшинче интереслӗ Çӗнӗ çул конкурсӗ йӗркелет. «Вӗҫен кайӑксем валли Ҫӗнӗ ҫул ҫырӑшӗ» ят панӑ ӑна.

Рустам Минниханов вейп сутма чарнă

Тутарстанра электронлă сигаретсемпе вӗсем валли шӗвӗксем вакăн сутма чараççӗ. Тивӗçлӗ закона ТР Раисӗ Рустам Минниханов алă пуснă. Чару 2027 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет, пилӗк çул – 2032-мӗш çулхи март уйăхӗн 1-мӗшӗччен – ӗçлет.

СВО ветеранӗсем тӳлевсӗр курс иртме пултараççӗ

Тутарстанра ятарлă çар операцине хутшăннисем хăйсен ӗçне уçма тӳлевсӗр курс иртме, çавăн пекех икӗ уйăха харпăр наставник илме пултараççӗ. Ку вӗрентӗве республикăн Экономика министерстви пулăшнипе «Мой бизнес» центр йӗркелет.

Цифра технологийӗсемпе тата ИИпе ӗçлес ăсталăха тӗрӗслеме пулать

Раççей çыннисем цифра пӗлӗвӗн шайне тата искусствăлла интеллектпа ӗçлес ăсталăха декабрӗн 13-мӗшӗччен тӳлевсӗр тӗрӗслеме пултараççӗ. Çак тӗллевпе «ЦифрАтест» платформăра онлайн-тестировани уçнă.

5-6-мӗш классенче вӗренекенсем кунне ултă урокран ытла вӗренме пултараймаççӗ

Раççейри шкул ачисем 7-мӗш класран пуçласа 11-мӗш класс таран кунне çичӗ урокран ытла вӗренме пултараймаççӗ. Кӗçӗн классенче вӗренекенсемшӗн çирӗпрех чарусем ӗçлеççӗ. Çакăн пек нормăсене патшалăхăн тӗп санитари тухтăрӗн постановленийӗпе палăртнă.

К 2032 году численность работающих в Татарстане возрастёт до 2,1 миллиона человек

Ежегодная потребность в новых кадрах составит около 51,4 тысячи специалистов. Эти данные основаны на опросе работодателей, проведённом на портале «Работа в России».

В Казани проходит форум технических университетов России и Китая

Мероприятие прошло в ИТ-парке им. Башира Рамеева в Казани. В пленарном заседании приняли участие Раис РТ Рустам Минниханов, руководители министерств и ведомств, представители технических университетов России и Китая.

Анат Камăра «Аталан» форум иртет

Асăннă форум чăваш ачисен юратнă мероприятийӗсенчен пӗри. Çак çулсен хушшинче Тутарстанри чăваш шкулӗсенче вӗренекенсенчен пин-пин ача ун витӗр тухса тăван чӗлхепе культура хаклăхне ăнланса илнӗ.

Чӑваш Енре СеспельФЕСТ иртет

Ӗнер, ноябрӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта «СеспельФЕСТ» Наци ҫамрӑксен театрӗсен регионсен хушшинчи IX фестивалӗ уҫӑлнӑ. Фестиваль Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ноябрӗн 22-26 мӗшӗсенче иртет, кӑҫал ӑна Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

Шăши сивчирӗпе чирлекенсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ

Çак кунсенче Элмет арçынни гаражра çăмăл машинин çуллахи кустăрмисене хӗллехипе ылмаштарнӑ чух шăши сивчирӗпе чирленӗ. Гаражри тусана сывланӑ хыççӑн ӑна япӑх пулса кайнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. Арçынна больницӑна хума тивнӗ

Тутарстанра чирлекенсен шучӗ ӳсет

Республикӑра кашни эрнере 11 пине яхӑн ОРВИпе, гриппа тата COVID-19 чирлекенсене шута илеҫҫӗ. Хальлӗхе ку кӑтарту эпидеми чиккинчен пӗчӗкрех, ҫапах та юлашки эрнере респираторлӑ инфекцисен хушшинче грипп вирусӗсен тӳпи тӑватӑ хута яхӑн ӳснине палӑртаҫҫӗ.

Шкул пурнăçне асра хăварасшăн

«Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнакан черетлӗ конкурсантсем вӗсем – Аксу районӗнчи Савгачево вăтам шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекенсем: Аксиния Максимова, Варвара Иванова, Галина Владимирова, Ангелинăпа Эвелина Филипповасем, Кристина Васильева тата Алексей Васильев. Вӗсене конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне тӗрӗслесе пăхма чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алевтина Борисовна Сидорова сӗннӗ.

Халăх календарӗ

Чӳк уйăхӗн 23-мӗшӗ – Ераст тата Родион. Ирхине таврана çăра тӗтре карса илнӗ-тӗк – кӗçех ăшăтать. Çак кун тӗлне çырмасем яка пăрпа витӗннӗ пулсан – хӗл ларасса вăрах кӗтмелле мар.

Ку эрнере сапăр тата вашават пулмалла

Планетăсем Ухăçăра пӗрле килсе тухнипе ку эрнере эпир ытла тӳррӗн патлаттарса яни те пулӗ. Анчах сапăрлăха çухатар мар, вашаватрах пулсан хирӗçӳсем те тухмӗç. Ноябрӗн 29-мӗшӗнче Уран Плутонпа тригонра пулни чи хăюллă идейăсене те пурнăçлама шанăç парать.

Курский рубеж: Матак чăвашĕ Владимир Старшов каллех Курскра

Çĕпрел районĕнчи Матак чăвашĕ, ял старости, волонтёр, тимĕрçĕ Владимир Михайлович Старшов Курск облаçĕн Украинăпа чикĕленекен районĕсенчи мирлĕ халăха пулăшма тепре кайрĕ. Хальхинче хăй шучĕпе.

Кăштах кулса илме

Чăнкă Мирун çӗнӗ пикене секретаре ӗçлеме илнӗ. Тимлӗ сăнаса пăхать вăл чиперкке çине. – Тăватă ача, – тет пулăшаканӗ хăлхинчен Мируна. – Пулма пултараймасть. Çакăн пек çамрăк пикен тăватă ача-и? – Унăн мар, сирӗн.

Шупашкарта Валентина Тараватăн пултарулăх каçӗ иртрӗ

Ноябрӗн 14-мӗшӗнче Чăваш наци библиотекине халăх йышлăн пуçтарăнчӗ. Поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе редакторсем, журналистсемпе литературоведсем, библиотекарьсемпе юрăçсем, композиторсемпе артистсем, чăваш культурине сума сăвакансем Валентина Таравата 80 çул тултарнă ятпа чыслама тата «Пӳрмен юрату» кӗнеки тухнă ятпа саламлама пухăнчӗç. Уява «Чăваш кӗнеки» центрăн ӗçченӗ Татьяна Семенова ертсе пычӗ. Хăнасем «Чун хӗлхемӗ – халăха…» кӗнеке куравӗпе те паллашма пултарчӗç.

Элшел волонтерӗсем фронта черетлӗ посылкăсем ăсатрӗç

Районтан леçекен гумконвой хальхинче Элшел ачисем тăракан направление кайманнипе Тăхăрьял волонтерӗсем Ямпольти Пăрăнтăк тата Кивӗ Пăрăнтăк каччисем валли посылкăсем хатӗрлесе парса янă. Посылкăсене Пăрăнтăк ачи, Дембель позывнойлă салтак, хăй илме тухнă.

Шупашкарта тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен форумӗ иртет

Шупашкарта ӗнерпе паян, ноябрӗн 19-20-мӗшӗсенче, Тăван чӗлхесен Пӗтӗм Раççейри «Пӗрлӗхре вăй» форумӗ иртет. Ӗнер ăна уçнă чух Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев Раççейӗн 26 регионӗнчен, ют çӗршывсенчен килнӗ делегатсене саламланă.

Ачисем петардăпа иртӗхнӗшӗн штраф панă

Çырчалли хулин 32-мӗш микрорайонӗнчи Шамиль Усманов урамӗнче тăтăшах петарда сирпӗтсе иртӗхекен 12–14 çулсенчи тăватă ачана тинех полици асăрханă. Ашшӗ-амăшне вара ачисене тивӗçлӗ воспитани паманшăн асăрхаттарнă кăна мар, штраф та тӳлеттермелле тунă.

Кичем-и ачана ялта паян?

Çӗпрел районӗнчи Совет Союзӗн Геройӗ Семен Уганин ячӗллӗ Матак вăтам шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен София Ермолаева «Шкул ачисен чăвашла кинофестивальне» илемлӗ кинопа хутшăнать. Чăваш культурипе, историйӗпе, йăли-йӗркипе çыхăннă харпăр темăна суйланă вăл. Куракана «Çыхăну çиппи» кино сӗнет.

В Татарстане стартовала акция «Будь добрым! Татарстан»

Её цель — показать, что добровольчество начинается с малых дел, а каждый добрый поступок становится вкладом в культуру взаимопомощи. Акция приурочена к 20-летию добровольческого сообщества Татарстана и Дню добровольца, который отмечается 5 декабря.