XIO

xWire

Posts from every feed QUEST has found across the web — blogs, news, podcasts, channels and more.

Сувар: Новости

Матак чăвашӗ Курск çыннисене пулăшать

#МЫВМЕСТЕ Пӗтӗм Раççей юхăмӗн Тутарстанри штабӗн волонтерӗсен иккӗмӗш ушкăнӗ «Курский рубеж» гуманитари миссийӗпе Курск облаçӗнче октябрӗн 12 – 25-мӗшӗсенче пулать. Хальхинче унта муниципаллă районсенчен 16 волонтер кайнă. Вӗсенчен пӗри – Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗн хастарӗ, волонтер Владимир Михайлович Старшов.

ТР Наци библиотекинче Рамиль Галин «Доблесть ратная и трудовая» фотокуравӗ уçăлчӗ

Рамиль Якубович Гали – ­ТР Пичечӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, паллă фотограф, фотохудожник, фотокорреспондент, 50 фотокурав йӗркеленӗ автор. Ку экспозицие автор Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă. Кураври сăнӳкерчӗксем 1980–1990-мӗш­ çулсенчисем. Кашни сăнӳкерчӗкре – ӗç çынни е вăрçă ветеранӗ. Вӗсем экспозицире пӗрле, пӗр ăнлану пулса юнашарах тăраççӗ пулин те куракан ирӗксӗрех уйăрать: акă ветерансем, кусем – ӗç çыннисем.

«Хазара» роман – Анатолий Хмытăн пысăк ӗçӗ

Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче Анатолий Хмытӑн «Хазара» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Роман виçӗ чӑваш каччин – Володя Михайловӑн, Игорь Гавриловӑн, Олег Прокопьевӑн – тата ытти совет салтакӗн Афган вӑрçинчи хастарлӑхӗпе паттӑрлӑхне çутатса парать. Кӗнекене хаклама тӗп сӑнарсен тӑванӗсем, воин-интернационалистсем, çыравçӑсем, А.В.Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗн курсанчӗсем, А.Хмыт пултарулӑхне кӑмӑллакансем пуçтарӑнчӗç.

Çӗньялсем субботник йӗркелесех масар çинчи чăтлăха çаврăннă вырăнсене тасатса тирпейленӗ

Хальхи ял пурнăçӗ çăмăл мар пулнине кашниех пӗлетпӗр ӗнтӗ. Çын йышӗ сахалланса пырать, инфраструктура пӗтнӗпе пӗрех. Кӳршӗ Ăнă ялӗнчи вăтам шкулта иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенче 1200 ача вӗреннӗ пулсан, халь унта 35 ача анчах пӗлӳ илет. Лавккасем те кашни ялтах мар, пӗчӗк ялсене райцентртан автолавка апат-çимӗç турттарать тата ытти те.

Васильевка волонтерӗсем текех шăнмӗç

Октябрь пуçламăшӗнче Васильевкăри волонтерсен штабӗнче (шкул пулнă питӗ кивӗ çуртра вырнаçнă) Ваттисен кунне уявлама, ӗç ветеранӗсене саламлама Аксу волонтерӗсем Петр Убейкинпа Галина Киселева та килнӗччӗ. Пӗрле пухăнсан – уяв-и, уяв мар-и – нумай чухне канăç паман ыйтусене те сӳтсе яватпăр, вӗсене татса пама тăрăшатпăр. Хальхинче те çаплах пулчӗ.

Даша Ильбикина: «Ал ӗç туни интереслӗ пулнине кăтартасшăн»

«Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнакан тепӗр хӗрача – Дарья Ильбикина. Даша Çӗпрел районӗнчи Анат Чакă шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренет. Конкурса хутшăнма вăл «Манăн чăваш йăлисем» темăна суйланă. Хӗрача ӳкерекен кӗске фильмăн ячӗ «Манăн йăх-несӗлӗн тымарӗсем: ачалăхри чăваш тӗрри мана епле майпа çӗнӗ шкулта ӳссе аталанма пулăшни çинчен».

Çутӑпа тӗттӗм тӗссен вăрттăнлăхне пӗлнӗ Куинджи

Вырăс музейӗн Хусанти ТР Патшлăх ӳнер музейӗнче (ТР ГМИИ) Культурăпа курав центрӗ уçнăранпа 10 çул çитнӗ тӗле «Архип Куинджи. Абсолютный свет» пысăк курав аслӑ ӗçлеме пуçланă.

Ксения Кондратьева: «Наша цель – донести до мира, до нашей аудитории правду»

С Ксенией Кондратьевой мы познакомились на медиасессии, которая прошла в рамках российско-индийского форума «ТАЙМ». Она является руководителем редакции телеканала RT India. В коротком интервью нашему изданию Ксения немного рассказала о работе редакции, а также поделилась своими мыслями о развитии сотрудничества между российскими и индийскими средствами массовой информации.

Из Ульяновска в зону СВО отправился очередной гуманитарный груз

На борту КамАЗа — стройматериалы, необходимые для оборудования полевого военного госпиталя: фанера, пластиковые листы и крепёжные ремни. Всё собрано точечно, по заявке самих военных медиков, чтобы помощь была максимально полезной и своевременной.

«Сувар» вулакан Димук тете 95 тултарчӗ!

Çӗпрел районӗнчи Турхан Упи ялӗнче пурăнакан Дементий Иванович Цыфаркин октябрӗн 21-мӗшӗнче 95 çулхи юбилейне паллă турӗ. Ӗмӗрне Чапаев ячӗллӗ хуçалăхра тӳрӗ кăмăлпа ӗçлесе ирттернӗ ӗç ветеранӗ вăл, Хисеплӗ колхозник. Упи тăрăхӗнчи Акатуйра çӗр тӗнӗлне çапмашкăн район чăвашӗсем шăпах ăна шанаççӗ.

Хирти Кушкă мăнукне паян «Голос дети» шоура курăпăр

Паян, октябрӗн 23-мӗшӗнче, чăвашсене уйрăмах 21:45 сехетре телевизор умӗнче пуçтарăнма йыхравлатпăр. Унта Пăва районӗнчи Хирти Кушкă мăнукӗ Кирилл Константинов хутшăнать.

Валерия Морозкина кинофестивале «Пурăн, çăлкуç» фильмпа хутшăнать

Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăмӗ ялӗнче пурăнакан пӗртен-пӗр шкул ачи Валерия Морозкина «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» проекта «Пурăн, çăлкуç» документлă фильмпа хутшăнать. Çапла майпа тăван тăрăхӗн интереслӗ историйӗпе паллаштарас шутлă вăл. Сăмах май, Валерия пирӗн проекта чи малтан заявка янисенчен пӗри.

Три семьи из Татарстана участвуют в народном голосовании конкурса «Читаем всей семьей»

С 20 октября по 5 ноября в мессенджере MAX проходит народное голосование Всероссийского интернет-конкурса «Читаем всей семьей», организованного Российским обществом «Знание». Жители Татарстана могут поддержать семьи из своего региона в специальной номинации «Читай с нами, страна!». Конкурс реализуется в рамках нацпроекта «Молодёжь и дети».

Чăваш ансамблĕ Пĕтĕм Раççей фестивалĕн Гран-прине çĕнсе илнĕ

Омскра иртнӗ фольклор ансамблĕсен XXX Пĕтĕм Раççейри «Традиции» фестиваль-конкурсăн гала-концертӗнче чăваш артисчӗсене çитекенсем пулман. Проектăн чи пысăк наградине – Гран-прине жюри Шупашкарти «Трактор тăвакансен культура керменĕн» Республика халăх пултарулăхĕн центрĕн «Парне» фольклор ансамбльне пама йышăннă.

Казань впервые принимает чемпионат России по бадминтону

В казанском Центре бадминтона стартовал чемпионат России в личном разряде. В соревнованиях участвуют более 150 спортсменов из 17 регионов страны. Это главное национальное событие сезона, которое традиционно определяет состав сборной России.

Kazan Digital Week форумра технологисен экспортне тата IТ-хутшăнусене сӳтсе явӗç

Октябрӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа 31-мӗшӗччен Хусанта Kazan Digital Week форум иртет. Раççейре цифра трансформацине халалланă тӗп мероприятисенчен пӗри власть, бизнес, наука тата вӗренӳ представителӗсене пӗр çӗре пухать. Кăçал форума тӗнчери 50 ытла çӗршывран 300 ытла компани представителӗсем хутшăнасси паллă.

Марат Абулхатин: «Раççейпе Индин политика хутшăнăвӗсене тӗрӗс информаци тӗревӗ кирлӗ»

Раççейпе Индин политикăпа ӗçлӗ çыхăнăвӗсен потенциалӗ пысăк – энергетикăра, вӗрентӳре, ытти облаçсенче. Кунта политика вăйӗ кăна мар, информацилле тӗрев те – пирӗн ӗнтӗ, журналистсен, кирлӗ. Тӗнчери информаци уçлăхӗнче çынсен ăс-тăнӗпе чӗрисемшӗн чăн-чăн вăрçă пырать. Тӗнчере кашни цивилизацин сасси пулмалла.

В Татарстане пройдет финал конкурса вожатских команд Приволжского федерального округа

С 22 по 25 октября 2026 года в детском оздоровительном лагере «Мирас-Наследие» в Зеленодольске состоится финал конкурса вожатских команд из 12 регионов Приволжского федерального округа. Мероприятие соберет лучших специалистов в области детского отдыха из Татарстана, Марий Эл, Мордовии, Чувашии, Удмуртии, Пермского края, Новгородской, Оренбургской, Самарской и Ульяновской областей, а также Башкортостана.

СВО хутшăнаканĕсемпе вĕсен çемйисене парăнакан çăмăллăхсем çинчен аса илтернӗ

Тутарстанра çапăçу ветеранĕсем, ятарлă çар операцине (СВО) хутшăнакансем тата вĕсен çемйисене парăнакан налог льготисен списокне анлăлатнă. Улшăнусем транспорт тата çĕр налогĕсене пырса тивнĕ. Кун пирки Раççей Федераллă налог службин Тутарстанри управленийӗн налогсен пайӗн пуçлăхӗ Валентина Бубнова пĕлтернĕ.