Çил анăçран вӗрсен – йӗпе-сапа вăраха каять
Чӳк уйăхӗн 2-мӗшӗ – Артемий. Юр типӗ çӗр çине ӳксен – кӗçех ăшăтать. Çак кун йывăçсене пас тытнă-тăк – çитес çул ырă тухăç ан кӗт.
Posts from every feed QUEST has found across the web — blogs, news, podcasts, channels and more.
Чӳк уйăхӗн 2-мӗшӗ – Артемий. Юр типӗ çӗр çине ӳксен – кӗçех ăшăтать. Çак кун йывăçсене пас тытнă-тăк – çитес çул ырă тухăç ан кӗт.
Август уйăхӗнчен пуçласа Хусанти Е.А.Боратынский музейӗнче Вячеслав Шапоров иеромонахăн «От земных к небесным» ятлă хăйнеевӗрлӗ куравӗ ӗçлерӗ. Унăн тӗп тӗллевӗ – çӗр çинчи пурнăçпа çӳлти Туррăн тарăн çыхăнăвне кăтартса парасси.
Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăшри тӗп шкулта 7-мӗш класра вӗренекенсем «Сувар» хаçат ирттерекен «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса «Паттăр хыпарсăр ан çухалтăр» фильмпа хутшăнаççӗ. Ачасен конкурс ӗçӗн ертӳçи – чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ирина Севастьяновна Васикова.
Çак кунсенче Ешӗлвар районӗнчи Çӗнӗ Тура ялӗ çывăхӗнче Haval автомобиль 4 çулти марала çапса хăварнă. Пăлан тăрук çул çине сиксе тухнипе водитель машинăна чарса ӗлкӗреймен иккен. Шел те, чӗрчун сывă юлайман.
Икӗ Паттăрлăх орденне, Суворов, Жуков тата икӗ хутчен «За боевое отличие» медальсене тивӗçнӗ гварди капитан, Ивановăри 98-мӗш гварди сывлăш-десант дивизийӗн радиоэлектронлă кӗрешӗвӗн службин начальникӗ Иван Владимирович Головин Хусанта çуралса ӳснӗ пулсан та Элкел районӗнчи хуракӳлсемшӗн хамăр çын. Мӗншӗн тесен çак ял мăнукӗ вăл, Юлия Александровнăпа Владимир Владимирович Головинсен пӗртен-пӗр ывăлӗ. Мӗн ачаран канмалли кунсене, каникулсене ялта ирттернӗрен пӗрле ӳснӗ кунти яш-кӗрӗмшӗн…
Библиотекăсем ялта пурăнакансемшӗн тахçанах хăй патне илӗртекен, пурне те пӗрле пуçтаракан центрсем пулса тăнă ӗнтӗ. Кунта час-часах коллективлă мероприятисем иртеççӗ. Ача-пăча та пуçтарăнать, аслисем те, волонтерсем те.
«Казань Экспо» курав центрӗнче пулакан 7-мӗш форума 70 ытла çӗршывран, Раççей субъекчӗсенчен пурӗ 19 пин ытла çын хутшăнать. Программа кăçал та çав тери анлă: 10 сулăмпа секцисем, виçӗ зала йышăнакан курав, кибертурнирсем, спорт тата культура мероприятийӗсем. Тӗп тимлӗх хальхинче – искусствăлла интеллекта практикăра усă курасси, разработкăсене отрасльсене кирлӗлӗхӗпе танлаштарасси, вӗсемпе усă курма тытăнассине сӳтсе явасси. Кун çинчен Тутарстан Республикин Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат…
Паян, октябрӗн 30-мӗшӗнче, Хусанта çамрăксен «Аталан» юхăмӗн 10 çулхи юбилейне халалланă мероприяти иртет. Вăл Тутарстанри Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче пулать. Хăнасене 17.00 сехет тӗлне кӗтеççӗ.
Хусанта иртекен Раççей тата Китай техника университечӗсен форумӗн йӗркелӳ комитетне туса хуни çинчен калакан Указа Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов алӑ пуснӑ. Документ ТР Право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленнӗ.
«Сувар» хаçат редакцийӗ пуçарнă «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнма заявкăсене октябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнатпăр.
Сегодня сайты филиалов АО «ТАТМЕДИА» отмечают общий юбилей — 15 лет со дня запуска. Коллектив газеты «Сувар» от всей души присоединяется к поздравлениям и адресует самые тёплые слова нашим коллегам и соседям — редакциям aksubayevo.ru, buinsk-tat.ru, nurlat-tat.ru и chuprale-online.ru.
Мероприяти паян, октябрӗн 30-мӗшӗнче 11.00 сехетре Чăваш патшалăх филармонийӗнче иртет, тесе пӗлтерет Чăваш Республикин официаллă порталӗ.
Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче те пирӗн «Шкул ачисен чăвашла кинофестиваӗ» конкурса хутшăнакансем кино ӳкереççӗ. Паян эпир сире, вулаканăмăрсем, çакăн çинчен тӗплӗнрех каласа парăпăр, авторӗсемпе паллаштарăпăр.
Чăх ашне турамалла та лап тӗплӗ турилкке çине вырнаçтармалла, майонезпа сӗрмелле. Ун çине туранă ананас хумалла.
Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче Ленин тата Комсомольски урамӗсенчи çула тӗпрен юсанă хыççăн уçнă. Çухрам çурă тăсăлакан участокра çӗнӗ асфальт сарнă, çутă юписем вырнаçтарнă, çуран çӳремелли çулсем, шыв юхмалли каналсем тата парковка йӗркеленӗ. Саврăшпуçӗнчи çула юсама 25 миллион тенке яхăн уйăрнă. Ӗçсене «Татавтодор» акционерлă обществăн Аксури филиалӗ пурнăçланă. Çакăн çинчен районти «Ял пурнăçӗ» хаçат пӗлтерет.
Раççейре пурӑнакансен куçман пурлăхшăн, транспорт тата çӗр налогӗсене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлемеллине аса илтерет Раççейӗн федераллă налог служби (ФНС).
Мода кӑтартӑвӗн иккӗмӗш сезонӗ октябрӗн 30 – 31-мӗшӗсенче Kazan Digital Week халăхсен хушшинчи форум шайӗнче иртет, пӗлтернӗ форумăн МАХри официаллă каналӗнче.
89 кунра 40 градуслă шартлама сивӗре 331 килметр тăршшӗ шăннă çӗр алтнă, ку вăл пин-пин кубометр. Паллă ӗнтӗ, шăнса пăсăлса чире кайнисем, вилнисем те нумайăн пулнă.
Тутарстан Республики пенси шайӗпе, пенсионерсен пурӑнмалли минимумӗпе (ПМП) танлаштарсан Раççей регионӗсен хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Нормативлă право акчĕсен проекчĕсен федераллă порталĕнче Раççей Çутӗç министерствипе Рособрнадзорăн 2027 çулхи пĕрлехи патшалăх экзаменĕн (ЕГЭ), тĕп патшалăх экзаменĕн (ОГЭ) тата патшалăхăн выпускной экзаменĕн (ГВЭ) расписанийĕпе çыхăннă пĕрлехи приказӗсен проектне пичетлесе кăларнă.
Октябрӗн 27-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекенсен хушшинче пневматика винтовкинчен перессипе турнир ирттернӗ. Турнира Чечня вăрçин пӗрремӗш кампанине тата ятарлă çар операцине хутшăннă Виктор Юрьевич Тихонова тата Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă.
Жители Татарстана сталкиваются с проблемой: даже после оплаты штрафа его передают судебным приставам. Как пояснила начальник отдела организационно-правового обеспечения деятельности мировых судей Юлия Пилина, причина в отсутствии подтверждающей оплаты квитанции, которую граждане не предоставляют мировому судье.
Укçа çуккипе тарăхса çитнӗскер, 2025 çулта ноябрь уйăхӗнче пӗлӗшӗ банк карттине 5 пин тенкӗлле сутма сӗнсен, килӗшнӗ
Паян Хусан Ратушинче Ислам çӗршывӗсен Стандартсемпе метрологи институчӗн Директорсен канашӗн 32-мӗш ларăвӗ иртнӗ. Унта 50 çӗршыв делегачӗ хутшăннă.
Раççейре пурăнакансем документа çухатсан е ăна вăрласан паракан заявление малашне «Госуслуги» портал урлă пама пултараççӗ. Кун пирки Раççей ШӖМӗн миграци службин хыпарӗ çине таянса ТАСС пӗлтерет.
Ему исполняется 49 лет.
Пӗтӗм Раççейри «Монетная неделя» акци октябрӗн 26-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен иртет. Çак кунсенче акцие хутшăнакан банксен уйрăмӗсенче, хăш-пӗр лавккасенче пухăннă вак укçасене комиссисӗр хут укçапа улăштарса параççӗ. Банксенче вак укçана счет çине хума май пуррине те пӗлтерет Раççей Банкӗ.
Октябрӗн 23-мӗшӗнче Беловка ялӗнче пурăнакансем Аслă Сӗнче çырми урлă çакăнса тăракан кӗпере юсаса пӗтерчӗç.
Халăхсен хушшинчи XIV «Россия – спортивная держава» спорт форумӗнче Раççей Федерацийӗн Спорт министерстви, Тутарстан Республикин Спорт министерстви тата Раççейри дронсен ăмăртăвӗсен федерацийӗ килӗшӳ тунă. Ăна ТР спорт министрӗн çумӗ Ильдар Садриев тата Раççейри дронсен ăмăртăвӗсен федерацийӗн пуçлăхӗ Илья Галаев алă пуснă. Документпа килӗшӳллӗн ГТО комплексне çӗнӗ тест «БПЛА управленийӗ (пилотсăр вӗçекен аппаратсене тытса пырасси)» хушăнать.
Октябрӗн 29 – 31-мӗшӗсенче Хусанта Кавир тӗртекен ăстасемпе экспертсен регионсен хушшинчи съезчӗ иртет. Мероприяти Хусанти уникаллă ăсталăх центрӗнче (ЦУМ) – Московская урам, 2-мӗш çурт – пулать.