XIO

xWire

Posts from every feed QUEST has found across the web — blogs, news, podcasts, channels and more.

Сувар: Новости

Владимир Старшов: «Çынсем мӗнле нушаланнине курсан тата ытларах пулăшас килет»

Тутарстан волонтерӗсен иккӗмӗш ушкăнӗ Курск тăрăхӗнчен октябрӗн 26-мӗшӗнче таврăнчӗ. Курск облаçӗн Украинăпа чикӗленекен Большесолдатский, Рыльскпа Льгов районӗсенче вырăнти халăха, госпитале пулăшрӗç.

Çӗнӗ Тимушкел волонтерӗсем пӗчӗк ушкăнпах пысăк ӗç тăваççӗ

Эпир, Аксу районне кӗрекен Çӗнӗ Тимушкел ялӗнче пурăнакан волонтерсем, ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах салтаксене пулăшас тӗллевпе ялти Культура çуртне кашни кун çӳретпӗр.

Акăшсем шыв шăнмасăр вӗçсе каймаççӗ

Кӗркунне Тутарстанри кӳлӗсенче акӑшсем йышлӑн пухӑннине сӑнама пултараççӗ. Вӗсем пӗрле пухăнни ăшă еннелле вӗçсе кайма хатӗрленнипе çыхăннă. Ку кайӑксем шыв-шур шӑнмасăр та та кӑнтӑралла хӗл каҫма каймаççӗ иккен, вырӑнти шыв-шурсенче юлаканӗ те пур.

Тăхăрьял арçыннисем салтаксемпе кашни кун çыхăнура

Сăваплă ӗçе арçынсем пуçарса янипе-и, кун çинчен хаçатсене питех пӗлтермен вӗсем. Хăйсен тăрăхӗнчи салтаксем патне гуманитари пулăшăвӗ, çав шутра Нива, УАЗ машинăсем таранах, леçеççӗ. Хальхи вăхăтра ноябрь уйăхӗн çурринче каякан черетлӗ гуманитари конвойӗпе парса ямашкăн посылкăсем хатӗрлеççӗ.

Çармăсра йăласем упранаççӗ-ха

«Сувар» хаçат шкул ачисен хушшинче ирттерекен чăвашла кинофестиваль конкурсне Теччӗ районӗнчи Çармăс вăтам шкулӗнче вӗренекенсенчен харăсах икӗ заявка çитрӗ. Каласа памалли те, кăтартмалли те нумай иккен ку ял ачисен. Пӗр фильмне документлине суйланă вӗсем, теприне илемлӗ фильм ӳкерес тенӗ. Сăмах паян иккӗмӗш кино çинчен пулӗ.

Аталанма ан чарăн, «Аталан»

Иртнӗ эрнекун Хусанти Халăхсен Туслăх çуртӗнче çак пысăк пулăм чăваш çамрăкӗсене çеç мар, аслăрах çултисене те пуçтарчӗ. Хусанта çамрăксен пӗрлӗхӗ «Сувар» хаçат редакцийӗ çумӗнче «Асамат» ятпа 1999-2000 çулсенче пӗрлешнӗччӗ. Унăн тӗллевӗсем, кун йӗркисем, тӗпрен илсен, паянхинчен пит уйрăлсах тăман. «Аталан» пекех «Асамат» тӗрлӗ енчен (ытларах чухне ялсенчен) килнӗ çамрăксене хула пурнăçне хăнăхма пулăшма тăрăшатчӗ. Яшсемпе хӗрсем чăваш юрри-ташшине, культурине пӗрле тӗпчетчӗç, çӗнӗ юрăсем,…

Раис Татарстана поздравил жителей республики с Днём Конституции

Сегодня, 6 ноября, Республика Татарстан отмечает День Конституции. По этому случаю Раис РТ Рустам Минниханов обратился к татарстанцам с торжественным поздравлением.

К.В.Иванов ячӗллӗ драмтеатр «Искусствăсен каçӗ» акцие хутшăннă

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ ӗнер Пӗтӗм Раççейри «Искусствăсен каçӗ» акцие хутшăннă, тесе пӗлтерет «Хыпар» хаçатăн Максри каналӗ.

Электросамокатпа ярăнма ирӗк панăшăн ашшӗ айăплă

Сентябӗн 11-мӗшӗнче Анат Кама районӗнчи Верхняя Уратьма ялӗнче 7-ри ача электросамокат çинчен ӳксе реанимацие лекмеллех (кайран Республикăри ача-пăча клиника больницинех куçарнă) пуçран аманнă хыççăн ашшӗ енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă.

Ульяновские ветераны доставили 110-й гуманитарный конвой в части ВДВ

По зову сердца жители нашей страны поддерживают российских военнослужащих, направляя гуманитарную помощь и внося свой вклад в общую победу. Ярким примером этой сплоченности стала работа гуманитарной группы, созданной на базе Ульяновского областного отделения Межрегиональной общественной организации ветеранов боевых действий «РУБЕЖ».

Санкт-Петербург чăвашӗсем патӗнче хăнара

Санкт-Петербург хулин Национальноçсен çурчӗ октябрӗн 30-мӗшӗнче Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан чăвашсене хапăл туса йышăнчӗ. Кунта «Пӗрле – эпир Раççей» регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ «Раççейӗн нумай нациллӗ регионӗсенче Раççейӗн гражданла нацийӗн пӗрлӗхне çирӗплетесси: теорирен практика патне» темăпа иртрӗ. Ăна Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗ Национальноçсен ӗçӗсен федераллă агентстви тата Раççей чăвашӗсен Федераллă наципе культура автономийӗн тӗревӗпе…

Кукашшӗ çинчен кино ӳкернӗ

Илемлӗ, чуна витерекен сăмахсемлӗ сăвăпа пуçланать пирӗн тепӗр конкурсантăн – Диана Маркован видеовизитки. Саккăрмӗш класс хӗрачи Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнчи тӗп шкулта вӗренет.

Тăван чӗлхесене ИИ пулăшнипе вӗренме тата вӗрентме пулать

Тутарстанри 8 шкулта, çавăн пекех «Сәләт» Халăхсен хушшинчи çамрăксен вӗрентӳ форумӗн площадкинче Раççейре пурăнакан халăхсен чӗлхисене вӗренессинче тата вӗрентессинче ИИ-платформăсемпе усă курассипе пилотлă проект хута кайнă.

Кадрсен центрӗ СВО ветеранӗсене мирлӗ пурнăçа таврăнма пулăшать

Кăçал октябрӗн 1-мӗш тӗлне Тутарстан Республикин «Работа в России» Кадрсен центрӗ пулăшнипе ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене ӗçе вырнаçтарасси пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 17 процента ӳснӗ, 81 процента çитнӗ. Сывлăх енчен çирӗп маррисен хушшинче те ӗçе вырнаçас шай 27,9 процента ӳснӗ, 77,9 процентпа танлашать. Судпа айăпланнă СВО ветеранӗсене ӗçе вырнаçтармалли шай та 72 процента çитнӗ. Ӗç шырамалли вăтам вăхăт 8 кунччен кӗскелнӗ.

Рустам Минниханов поздравил жителей республики с Днём народного единства

В своём обращении Раис Республики Татарстан Рустам Минниханов подчеркнул, что этот праздник символизирует преемственность поколений, уважение к истории страны, силу взаимной поддержки и сплочённость граждан.

РАÇÇЕЙ ВĂЙӖПЕ ИЛЕМӖ – ХАЛĂХСЕН ПӖРЛӖХӖНЧЕ!

Тутарстан Раççейре халăхсен туслă хутшăнăвӗсемпе, наци политикин ăнăçлă пурнăçланăвӗпе палăрса тăрать. Кунта кашни халăха культурипе йăли-йӗркисене упраса аталантарма, тăван чӗлхесене вӗренме пӗр пек майсем туса панă.

Максим Топилин передал реабилитационному центру в Казани тренажёры для участников СВО

Председатель комитета Госдумы по экономической политике Максим Топилин передал четыре специализированных тренажёра Республиканскому лечебно-реабилитационному центру на базе Городской клинической больницы №7 имени М. Н. Садыкова в Казани. Оборудование, произведённое на казанском производственном объединении «Зарница», было передано в рамках инициативы, поддержанной руководством предприятия.

Голосование за логотип и гимн молодежи Татарстана продлится до 20 ноября

Народное голосование за визуальный образ «Молодежь Татарстана» — «Татарстан яшьләре» и гимн молодежи республики теперь будет идти до 20 ноября включительно. Победителей объявят и наградят на Республиканском форуме «Наш Татарстан» в конце месяца, сообщила пресс-служба Министерства по делам молодежи РТ.

Этнографин пысăк диктантне кашни хутшăнма пултарать

Халăхсен хушшинчи «Этнографин пысăк диктанчӗ» çутӗç акци кăçал ноябрӗн 3-мӗшӗнчен пуçласа 12-мӗшӗччен иртет. Унта хутшăнса Раççейре пурăнакан халăхсен историйӗпе йăли-йӗркине тата культурине мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пулать. 2025 çулта этнографи пӗлӗвӗн шайне çӗршывӗпе 4 миллиона яхăн çын тӗрӗсленӗ.

В Казани пройдут торжества в честь Казанской иконы Божией Матери и Дня народного единства

4 ноября в столице Татарстана состоятся церковные торжества по случаю праздника Казанской иконы Божией Матери и Дня народного единства, установленных в память об избавлении в 1612 году Москвы и России от иноземных захватчиков. Соборные архиерейские богослужения по традиции будут совершаться в кафедральном соборе Казанской иконы Божией Матери (ул. Большая Красная, 5), построенном на месте обретения святыни.

Ача сачӗсенче тӗрӗс апатланма вӗрентеççӗ

Çӗршывӗпе ача сачӗсене çӳрекен ачасем валли «Добрые игры» федераци проекчӗ шайӗнче сывă апатлану çинчен занятисем ирттерме пуçланă. Ятарлă программăна Ачалăха, çемьене тата воспитание тӗпчекен институт, Вӗрентӳ министерствипе Роспотребнадзор çумӗнчи Общество канашӗ хатӗрленӗ. Кун пирки «Известия» пӗлтерет.

Пур енчен те пуян кӗнеке

Нумай пулмасть Виталий Станьялăн «На пороге памяти» ятлă çӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнă. Автор ăна чăвашла «Астăвăм урати çинче» тесе куçарнă. Тем килӗшӳллех мар пек, эпӗ «Астăвăм ытамӗнче» тейӗттӗм. Хăй шучӗпе тата сахал тиражпа кăларнăран вăл мана тивӗçейӗ-ши тесе тăраттăм: манман иккен хăйӗн вӗренекенне, палланă çынсенчен, пӗрремӗш страницăра темиçе сăмах çырсах, мана валли пӗр экземплярне парса янă.

Пуçланă ӗçсем вырăнтан куçӗç

Кӗркуннен юлашки уйăхӗ пуçланать, апла пулин те эпир пурте пӗр тапхăр октябрь сӗмӗпе пурăнăпăр. Пуçланă ӗç те малалла каймасть, тăп чарăнса тăнă пек. Ноябрӗн 13-мӗшӗнчен халиччен чакса пынă Венерăпа Меркурий малалла куçма тытăнаççӗ. Çакăнтан пуçланă ӗçсем кал-кал пыраççӗ.