Автан каçпа кӗтмен çӗртен авăтма пуçларӗ-тӗк – çанталăк улшăнать
Юпа уйăхӗн 26-мӗшӗ – Агафон, Карп. Кăнтăрлахипе каçхи сывлăш температури пӗр пекрехех пулсан йӗпе-сапа вăраха тăсăлать.
Posts from every feed QUEST has found across the web — blogs, news, podcasts, channels and more.
Юпа уйăхӗн 26-мӗшӗ – Агафон, Карп. Кăнтăрлахипе каçхи сывлăш температури пӗр пекрехех пулсан йӗпе-сапа вăраха тăсăлать.
#МЫВМЕСТЕ Пӗтӗм Раççей юхăмӗн Тутарстанри штабӗн волонтерӗсен иккӗмӗш ушкăнӗ «Курский рубеж» гуманитари миссийӗпе Курск облаçӗнче октябрӗн 12 – 25-мӗшӗсенче пулать. Хальхинче унта муниципаллă районсенчен 16 волонтер кайнă. Вӗсенчен пӗри – Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗн хастарӗ, волонтер Владимир Михайлович Старшов.
Рамиль Якубович Гали – ТР Пичечӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, паллă фотограф, фотохудожник, фотокорреспондент, 50 фотокурав йӗркеленӗ автор. Ку экспозицие автор Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă. Кураври сăнӳкерчӗксем 1980–1990-мӗш çулсенчисем. Кашни сăнӳкерчӗкре – ӗç çынни е вăрçă ветеранӗ. Вӗсем экспозицире пӗрле, пӗр ăнлану пулса юнашарах тăраççӗ пулин те куракан ирӗксӗрех уйăрать: акă ветерансем, кусем – ӗç çыннисем.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче Анатолий Хмытӑн «Хазара» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Роман виçӗ чӑваш каччин – Володя Михайловӑн, Игорь Гавриловӑн, Олег Прокопьевӑн – тата ытти совет салтакӗн Афган вӑрçинчи хастарлӑхӗпе паттӑрлӑхне çутатса парать. Кӗнекене хаклама тӗп сӑнарсен тӑванӗсем, воин-интернационалистсем, çыравçӑсем, А.В.Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗн курсанчӗсем, А.Хмыт пултарулӑхне кӑмӑллакансем пуçтарӑнчӗç.
Хусанти хореографи училищинче ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наукăпа наци ыйтăвӗсен комитечӗпе ун çумӗнчи экспертсен канашӗн ларăвӗ иртрӗ
Иртнĕ эрне вĕçĕнче ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ – ТР ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров Теччӗ районĕнче пулнă.
Пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне ашшӗ: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ яланах.Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ.